Тыткăна [плена] ил 1. брать / взять в плен кого-что; 2. пленять / пленить кого-что (покорить чем-либо, очаровать).
1. Дивизи командирĕ тыткăна илнĕ нимĕçе çийĕнчех допрос тума хушнă. А. Талвир. Хускалнă батальон. Васканă малалла. Приказ: «Яла йышăнмалла! Парăннине — плена илес, хирĕçнине — кĕрслеттерес!» С. Шавли. 2. Мотя митинга пухăннă халăха кĕске вăхăтрах тыткăна илчĕ. В. Алакĕр. Анчах, калаçма пуçласан, Клава пире виçсĕмĕре те тыткăна илчĕ. К. Турхан. Хура вилĕ-мĕн алли пиншер çынна хăй тыткăнне илме хатĕр. М. Белов. Хăй кăмăлĕпе, хитре кĕлеткипе Соня темле арçынна та тыткăна илмелле. В. Краснов-Асли.
Çавăн пекех пăхăр:
тыткă тыткăç тыткăлă курка тыткăн « Тыткăна ил » тыткăнлăх тыткăнла тыткăнлан тыткăч тыткăчăсем